Чӑваш Енри сывлӑх сыхлав учрежденийӗсем тухтӑрсем ҫитменнипе аптӑраҫҫӗ. Кадр йывӑрлӑхӗ ялсенчи ФАПсене кӑна мар, пульницӑсене те пырса тивет.
Республикӑмӑрти сиплев учрежденийӗсене шурӑ халатлисем кирлине ЧР сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов тӗп врачсемпе ирттернӗ канашлура палӑртнӑ. Владимир Викторов республикӑра участокри терапевтсем тата педиатрсем 150-а яхӑн ҫитменнине пытарман. Фельдшерпа акушер пункчӗсенчен 48-шне фельдшерсем кирлӗ.
Ҫак тухтӑрсем пурте пуҫламӑш звенорисем шутланаҫҫӗ. Вӗсем, тӗлӗнмеле пек те, анчах хуласенче пушшех сахал. Шкулсенче те тухтӑрсем пулмалла тӗллев лартнине кура кадр йывӑрлӑхӗ тата вӑйлӑрах сисӗннине тавҫӑрма йывӑр мар.
ФАПсенче фельдшерсем ҫитменнишӗн ЧР Элтеперӗ хӑй вӑхӑтӗнче Шупашкар район пульницине сӑмах лектернӗччӗ.
Чӑваш Енри ҪҪХПИ управленийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Владимир Ежеев Чӑваш Республикинчи ҫынсен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑйӑн пуканне йышӑнма пултарассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Омбудсмен кандидатурине Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнчи сессийӗнче пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн уншӑн 33 депутат сасӑланине, улттӑн тытӑнса тӑнине, пӗри хирӗҫ пулнине те эпир ҫырнӑччӗ.
Владимир Ежеев кандидатурине унччен ЧР ял хуҫалӑх министрӗ пулнӑ Сергей Павлов депутат сӗннӗ.
Владимир Ежеев ЧР Патшалӑх Канашӗн паянхи сессийӗнче хӑйӗн унчченхи заявленине илессине пӗлтернӗ, депутатсем унӑн ыйтӑвне тивӗҫтернӗ.
Ҫакна та палӑртмалла: ҫитес уйӑхра 60 ҫул тултаракан Владимир Ежеев кандидатурине халӑхра, ҫав шутра хӑш-пӗр депутат та, тӗрлӗрен йышӑнни вӑрттӑнлӑх мар. Республикӑри омбудсмен кандидатурине Раҫҫейри этем прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй пӑхса тухса ырлать.
Паян «Чӑвашупрдор» республикӑн хысна предприятийӗн ҫӗнӗ пуҫлӑхӗпе паллаштарнӑ. Ку должноҫе Владимир Доброхотова шаннӑ. Ку ҫамрӑк арҫын унччен «Дорэкс» акционерсен уҫӑ обществин пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑччӗ. 2015 ҫулхи юпа уйӑхӗнче ӑна Транспорт тата ҫул-йӗр министерствине ертсе пыма шанчӗҫ. Кайран министра Владимир Иванова лартрӗҫ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Пуҫлӑхӗ Иван Моторин Владимир Доброхотова «Чӑвашупрдор» пуҫлӑхне лартасси пирки йышӑну кӑларнӑ.
Коллектива ҫӗнӗ ертӳҫӗпе паллаштарнӑ май ЧР транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ экс-министра Владимир Иванов ӑнӑҫу суннӑ. «Ӗҫ нумай, ӗҫе пӗлетӗп», — талпӑнуллӑн ӗҫлеме шантарса каланӑ В. Доброхотов.
ЧР Юстици министерствинче улшӑну пулнӑ. Малашне унта Ирина Семенова ӗҫлемӗ. Ку хушӑва Чӑваш Республикин премьер-министрӗ Иван Моторин алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Ирина Семенова ведомствӑра 2001 ҫултанпах ӗҫленӗ. 2011 ҫултанпа вӑл министр ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ.
Аса илтерер: халӗ ЧР Юстици министерствине Наталья Тимофеева ертсе пырать. Вӑл халӗ виҫӗ ҫумпа тӑрса юлнӑ: Алексей Вязов, Ольга Казарина, Наталия Яхатина.
Ӗнер эпир Ирина Клементьевӑна мэр пуканне пушатма ыйтни пирки пӗлтернӗччӗ. Паян вара тепӗр ҫемҫе вырӑн пушаннӑ — Чӑваш Енӗн наци телерадиокомпанине текех Алексей Белов ертсе пымӗ. Кун пирки хушӑва официаллӑ влаҫ порталӗнче пичетленӗ.
Алексей Белов ҫак вырӑна ҫулталӑк каялла йышӑннӑччӗ. Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн председателӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Светлана Енилина хушӑвӗ тӑрӑх Алексей Беловпа контракта малалла тӑсман пулса тухать.
Алексей Белов 1972 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. Аслӑ пӗлӗве И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче илнӗ. Чӑваш патшалӑх университетӗнче пӗлӗвне тарӑнлатнӑ. Культура министрӗн ҫумӗ, «Грани» хаҫатӑн тӗп редакторӗ, Чӑваш Республикин электронлӑ тата кинодокументацин патшалӑх архивӗн директорӗ пулса ӗҫленӗ.
Сас-хура пӗлтернӗ тӑрӑх пушаннӑ вырӑна Оксана Ачкасова йышӑнма пултарать.
Вӑрмар район администрацийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ Александр Тихонова ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ӗҫрен хӑтарнӑ. Официаллӑ верси тӑрӑх, вӑл хӑйне ӗҫрен хӑтарма ыйтса вырӑнти Депутатсен пухӑвӗн ячӗпе заявлени ҫырнӑ. Александр Тихонов район администрацийӗн пуҫлӑхне лариччен ҫав тытӑмрах ӗҫленӗччӗ, вӑл унта пуҫлӑхӑн ҫумӗ пулнӑччӗ. Муниципалитетӑн сити-менеджерӗн пуканне ӑна пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнче шаннӑччӗ. Анчах вӑл вырӑнта ӑна чылай вӑхӑт ӗҫлеме май килмен. Лару-тӑрӑва пӗлекенсем каланӑ тӑрӑх, ӑна республика ертӳҫисем критикленӗ. Александр Тихоновӑн ӗҫрен хӑтарма ыйтса заявленине пӑхса тухнӑ чух вырӑнтисем экс-пуҫлӑх ячӗпе ырӑ сӑмахсем каланӑ.
Район администрацийӗн пуҫлӑхӗн кандидатурине пӑхса тухмалли комиссие республикӑра ӗнер, районта ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнчех йӗркеленӗ.
Шупашкар хула мэрӗ пулнӑ Ирина Клементьева текех ку должноҫа йышӑнмӗ. Паян хулара иртнӗ Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗнче ӑна пукансӑр хӑварма йышӑннӑ. Хӑйне яваплӑхран хӑтарма ыйтса Ирина Всеволодовна хӑех ҫырса панӑ. Анчах ӑна та пулин вӑл хӑйӗн юрисчӗсем урлӑ парса янӑ. Аса илтерер, ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Ирина Клементьевӑна Шупашкарти Мускав районӗн сучӗ килти ареста лартма йышӑннӑ.
Ирина Клементьева тӗлӗшпе пуҫиле темиҫе ӗҫ пуҫарчӗҫ. Клементьева хӑй айӑплине ӗнентерекен япаласене тӗп тӑвас тесе ӗҫлет тесе шухӑшланӑран ӑна пурӑнакан вырӑнтан тухма чарнӑ. Унӑн 13 сехетрен пуҫласа 14 сехетчен кил умӗнче уҫӑлса ҫӳреме юрать. Ҫавӑн пекех пуҫиле ӗҫпе ҫыхӑннӑ ҫынсемпе калаҫма та, ҫыру ҫӳретме те унӑн ирӗк ҫук.
Чӑваш Республикинчи ҫынсен прависене хӳтӗленӗ уполномоченнӑй Юрий Кручинин должноҫрен вӑхӑтсӑр кайнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Вӑйлӑ юрист халӗ коммерцилле мар организаци туса хунӑ. Фейсбукра вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн организацийӗ «Правозащитный бастион» (чӑв. Правӑна хӳтӗлекен бастион) ятлӑ.
«Патшалӑх хӳтӗлевҫин ӗҫӗ енчен йӑлтах уҫӑмлӑ, пӗлтӗмӗр, ишсе куртӑмӑр. Президент ирттернӗ тӳрӗ линире регионсенче этем правине епле хӳтӗлени курӑнчӗ. РФ субьекчӗсен ертӳҫисене патшалӑх ертӳҫи тарӑхӑвӗ ҫеҫ хӑратать. Вӗсем пуҫиле майпа явап тытасран та шикленемеҫҫӗ», — ҫырнӑ Юрий Кручинин.
Хай йӗркеленӗ коммерцилле мар организацие мӗншӗн бастион тенине экс-омбудсмен ҫирӗп никӗссӗр хӳтӗлеме йывӑррипе сӑлтавлать.
РФ Президенчӗ Владимир Путин Чӑваш Енӗн ҫӗнӗ прокурорне ҫирӗплетнӗ. Владимир Владимирович хушӑва ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче алӑ пуснӑ, вӑл тепӗр кунхине пичетленнӗ.
Малашне Чӑваш Ен прокурорӗн тивӗҫӗсене кам пурнӑҫлӗ-ха? Василий Пословские 5 ҫуллӑха ҫирӗплетнӗ. Вӑл пирӗн пата Адыгейӑран килнӗ. Унӑн кандидатурине ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем те пӗр саслӑн ырланӑ.
Василий Пословский унччен Тула облаҫӗн прокурорӗн ҫумӗ пулнӑ. Вӑл ку должноҫре 9 ҫул ӗҫленӗ. Прокуратура тытӑмӗнче вӑл пӗтӗмпе 30 ытла ҫул вӑй хунӑ.
Аса илтерер: унччен ку должноҫре Сергей Легостаев ӗҫленӗ, ӑна пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ӗҫрен кӑларнӑ.
«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗ Николай Малов халӗ те депутат-ха: вӑл — ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ кӑна мар, чӑваш парламентӗнче ертӳҫӗн ҫумӗ те. Николай Малов вице-спикерӑн РФ Патшалӑх Думине лекес шанчӑк пуррине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен те пӗлтернӗччӗ.
Ӗҫӗ-пуҫӗ вара ҫапларах: РФ Патшалӑх Думи Марат Сафин ыйтӑвне пӑхса тухнӑ май теннисиста депутат мандатӗнчен хӑтарма йышӑннӑ. Ҫапла вара ку ваканси тепӗр ҫын валли пушаннӑ. Иртнӗ суйлавра «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти РФ Патшалӑх Думине Чулхула облаҫӗпе, Чӑваш Енпе, Мӑкшӑ Республикипе тата Мари Элпа мандатсене пайланине эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Чӑваш Енри депутатсем ун чухне сасӑ питех йышлӑ пухайман: Алина Аршинова пиллӗкмӗш вырӑн йышӑннӑ, Николай Малов – вуннӑмӗш. Малтанхи тӑхӑр кандидачӗ федераци парламентне лекнӗ, Малов — ҫук. Халӗ вара Александр Белов журналист Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин тӗп канашӗ Николай Малова вакансие пама йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.08.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |